Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Туҫи Алтай

Чӑвашлӑх

Алтай тӑрӑхӗнче лартнӑ чӑваш юпине космосран та сӑнама май пур. Гугл картти ҫинче вӑл пысӑклатсан питӗ лайӑх курӑнать. Яндекс карттинче те сӑнасарах пӑхсан асӑрхама май пур.

Чӑваш юпине Ело ялӗ ҫывӑхӗнчи лапамра чунҫӳревҫӗсем 2012 ҫулта вырнаҫтарнӑччӗ. Авторӗ — Вячеслав Еткер кӳлепеҫӗ. Ӑна вӑл вырӑнтах касса хатӗрленӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, Эл Ойын уяв Алтай тӑрӑхӗнче икӗ ҫулта пӗрре иртет. Анлӑ уявланине шута илсен ӑна пирӗн Акатуйпа танлаштарма пулать. Уяв валли Ело ялӗ ҫывӑхӗнче ятарлӑ лаптӑк хатӗрленӗ — кунта суту-илӳ тумалли вырӑнсем, сценӑсем пур. Лашасемпе ӑмӑртма та лаптӑк хатӗрленӗ. Халӑх пит нумай килнине шута илсе машинсемпе палаткӑсем лартма та вырӑн пур. Чӑвашсем ку уява икӗ хут хутшӑннӑ — пӗрре 2012 ҫулта, тепре — 2014-мӗшӗнче.

Кӑҫалхи Чунҫӳрев пирки калас пулсан, Ультиар Цыпленков пире пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен Байкал кӳлли (тӗрӗк сӑмахӗ тесе калаҫҫӗ, чӑвашла ӑна Пуян кӳлӗ тесе куҫарма пулать) патне ҫитсе курас кӑмӑл пур. Ҫурла уйӑхӗнче вара тепӗр хут ҫула тухса вӗсем Хӑнакура ҫитсе килесшӗн.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://goo.gl/maps/LnJ8oFM4RwH2
 

Тӗнче тетелӗ

Кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртекен Чунҫӳрев валли Твиттерта ятарлӑ тӗвӗт ҫӑмхине уҫнӑ — вӑл twitter.com/ cunsurev адреспа вырнаҫнӑ. Унта эсир Чунҫӳрев епле иртнипе паллашма пултарайратӑр.

Кӑҫалхи чунҫӳрев маршручӗ: Вӑта Сӑвар (Шупашкар, 05:30 Ленин плӑкӗ умӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ) — Хусан (иртсе каяҫҫӗ кӑна) — Чӑваш Хурамалӗ (Пушкӑртстан, кунта концерт лартмалла) — Чӑваш сӑрчӗ (Чувашская гора, Тобольск, юпа лартаҫҫӗ) — Ело (Туҫи Алтай, Эл Ойын) — Сростки (паллӑ совет ҫыравҫи Василий Макарович Шукшин ҫуралнӑ ял) — Слакпуҫ (Пушкӑртстан) — Силпи (Пушкӑртстан, «Нарспи» поэма вырӑнӗ) — Патраклӑ (Тутарстан, концерт лартаҫҫӗ) — Пӳлер — Сӑвар — Пӑлхар — Вӑта Сӑвар (Шупашкар).

Чунҫӳрев ыран 05:00-06:00 сехетре тапранать те утӑ уйӑхӗн 9–10-мӗшӗнче таврӑнать.

//сӑмах май: сайтри модераци (т-х: шухӑшсем) Чунҫӳреврен таврансан кӑна ӗҫлесе кайӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://twitter.com/cunsurev
 

Чӑвашлӑх

Кӑҫалхи Чунҫӳрев ҫӗртмен 29-мӗшӗнче ҫула тухать. Чӑваш халӑхӗпе тата унӑн авалхи историйӗпе ҫыхӑннӑ чӑваш ҫамрӑкӗсен тата пултаруллӑ интеллигенцийӗн ҫулҫӳревне чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ 25-мӗш хут ирттерет.

Кӑҫалхи чунҫӳрев маршручӗ: Вӑта Сӑвар (Шупашкар, 05:30 Ленин плӑкӗ умӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ) — Хусан (иртсе каяҫҫӗ кӑна) — Чӑваш Хурамалӗ (Пушкӑртстан, кунта концерт лартмалла) — Чӑваш сӑрчӗ (Чувашская гора, Тобольск, юпа лартаҫҫӗ) — Ело (Туҫи Алтай, Эл Ойын) — Сростки (паллӑ совет ҫыравҫи Василий Макарович Шукшин ҫуралнӑ ял) — Слакпуҫ (Пушкӑртстан) — Силпи (Пушкӑртстан, «Нарспи» поэма вырӑнӗ) — Патраклӑ (Тутарстан, концерт лартаҫҫӗ) — Пӳлер — Сӑвар — Пӑлхар — Вӑта Сӑвар (Шупашкар).

Хутшӑнас тесен аслисем валли хакӗ 14 пин, студентсемпе ачасемшӗн — 5 пин. Ыйтусем пулсан 8-927-667-93-23 номерпа шӑнкӑравласа ыйтма пулать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ